Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ялкӑшать хӗвел ҫӳлте (Волгин В.)

Ялкӑшать хӗвелӗмӗр ҫӳлте,
Пӗлӗт тӑрӑ, пӗлӗт те янравлӑ.
Ах, мӗн чухлӗ юрӑ уй-хирте.
Ҫурхи кун хаваслӑ, ӗҫӗ шавлӑ.

Катара шавлать пӗр агрегат —
Пӗрре мар иккен халь, темиҫе.
Машинсен кӗрлевӗ йыхӑрать:—
Йышлӑн тухӑр пурсӑр та ӗҫе.

Кӗр калчи хунавлӑн ешерет,
Тумӗ ун куҫа пит илӗртӳллӗ.
Калчана бригада сӳрелет, —
Тырӑ пултӑр сӗрӗшсе те ҫӳлӗ.

Аната анатпӑр, ҫырмана,
Ҫурхи шыв кӗрлет пӗр тикӗс саслӑн.
Янратать куккукӗ вӑрмана...
Чечеклен ҫӗршыв, юрла хаваслӑн!

1953

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 22:27:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2742 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем